Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Атӑлҫи Пӑлхар

Атӑлҫи Пӑлхар, — вӑтам ӗмӗрсенчи (VII-XIII) патшалӑх. Хальхи Чӑваш Ен, Тутарстан республикисем вырӑнӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Патшалӑха 660 ҫулсем патнелле туса хунӑ. Тӗп хули Пӑлхар пулнӑ.

Атӑлҫи Пӑлхар патшалахӗ Араб халифачӗпе, Византипе тата Руҫпе тачӑ ҫыхӑну тытса тӑнӑ, вӗсемпе суту-илӳ тунӑ. Атӑлҫи Пӑлхарӗ Хӗвелтухӑҫпа Хӗвеланӑҫа ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче тӑна май ку ӑна питӗ аталанма пулӑшнӑ. 1006 ҫулта Руҫпе суту-илӳ килӗшӗвне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Вырӑссем Пӑлхар ҫине тапӑннине 977, 985, 994, 997, 1120, 1164, 1172, 1183, 1220 ҫирӗплетме пулать. Пӑлхарсем хӑйсем те татӑшах вырӑссен хулисем сине тапӑннӑ. Ҫапла тӗп хулана тӑшмансенчен сыхлас тесе тӗп хулана Пӑлхартан Пӳлере куҫарнӑ.

XIII ӗмӗрти 20-мӗш ҫулсенче Атӑлҫи Палхар патшалӑхӗ Европӑри патшалахсенчен чи малтан монголсен ҫарӗсемпе тӗл пулнӑ. Монголсем 1223 ҫулта тапӑнса килнине вӗсем сирсе янӑ. 1229 тата 1232 ҫулсенче монголсем тепӗр хут тапӑнса килнӗ. Кунхинче те пӑлхарсем вӗсене ҫапса аркатнӑ. Монголсенчен хурушлӑх тухнӑ пирки 1229 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхарӗ Руҫпе мирлешнӗ. Ҫапах та 1236 ҫулта монголсем Пӑлхара ҫапса аркатнӑ. Пӑлхар, Пӳлер, Жукотин хулисене аркатнӑ, Сӑвар тата Керменчӳк хулисене вӑйлӑ ватнӑ. Атӑлҫи Пӑлхарне ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн монголсем Руҫ ҫине тапӑнса кайнӑ.

Пӑлхарсем вара монголсем вӗсене ҫӗнсе илнипе килӗшсех кайман, вӗсем пӑлханма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та 1241 ҫулта монголсен ку ҫӗрсене ҫӗнӗрен ҫӗнтерсе илме тӳр килнӗ.

Хулисем



 
Категорисем: Атӑлҫи Пӑлхар
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-11-15 22:20:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 16815 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем